Пикшик территори пайĕнчи Именкассинче пурăнакансем ял илемлĕ те хăтлăрах пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Чылай ĕçе халăх хăй вăйĕпе пурнăçлать. Иртнĕ çул шкул пулнă вырăнта палăк уçнă. Кунта парта, доска вырнаçтарнă. Пĕлÿ çурчĕн историйĕпе те паллашма пулать. Çывăх вăхăтра вĕренÿ учрежденинче ăс пухса палăрнă çынсен, чылай çул ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ учительсен стендчĕсене хатĕрлеме тĕллев лартнă.
Кăçал ял хастарĕсем Геннадий Максимов староста ертсе пынипе урамри çулсене юсассипе ĕçлеме пикеннĕ. Халăхран пухнă укçапа 10 КамАЗ вак чул турттарса килнĕ. Ăна Ленин урамне, пĕр тăван Шигабетдиновсен ячĕпе хисепленекен урамăн пĕр пайне вак чул сарса тикĕсленĕ çĕрте усă курнă. Уйрăм çынсем хăйсен тракторĕсемпе ĕçе хутшăннă. Пурĕвара субботнике 40 ытла çын явăçнă.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
