Ирхи зарядкăна куллен вăхăтра тăвать Кĕçĕн Чемен ялĕнче пурăнакан Николай Лампасов. Хăнăхнă йăлапа 4 сехетрех вăранать вăл. Хул-çурăма çемçетмелли хусканусем хыççăн кунĕпех савăк кăмăлпа çÿрет. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ватă 76 çул тултарать пулин те вашават-ха. Çут çанталăк чĕрĕлнипе хĕпĕртет, ака-суха сассине кăмăллать. Вăхăтĕнче миçе хутчен çур аки ирттернине шутласа та кăлараймăн унăнне.
„Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ...Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерлĕхĕсем хăрушă мар...»
Иван Яковлев: «Чăваш халăхне панă халал»
Ĕçе плугарьтен пуçланă вăл. Аслисен çумĕнче çамрăклах çĕртме сухи тунă, ăна тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă. Кузьма Иванов механизатор ырланине халĕте астăвать.
Кайран «хурçă утта» хăй тĕллĕнех çÿретме пикеннĕ. 52 çул яваплă ĕçре вăй хунă Николай Иванович. Çуркуннепе акма çĕр хатĕрленĕ, тыр-пул никĕсне хывнă, кĕркунне вара мĕн çитĕнтернине пухса кĕртнĕ.
— Районта комбайнерсен йышĕнче хастарсен хушшинче пулнă. «Труд» хуçалăхри Владимир Абапа ăмăртаттăмăр. Пĕр çулхине нумай тĕш-тырă çапса илнĕшĕн мотоцикл та парнеленĕччĕ. Стена çумне çакмалли ковер туянма сертификат та панăччĕ,— ырă самантсене куç умне кăларать Николай Иванович.
Кăçал Лампасовсем пĕрлешнĕренпе (сăн ÿкерчĕкре) 55 çул пулать. 5 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Ăрăва малалла тăсакансем пурте çемьеленсе хăйсене валли йăва çавăрнă. Тăваттăшĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Светлана Шăхача качча тухнă.
Ачисене те Лампасовсем çамрăклах ĕçе явăçтарнă. Ывăлĕсене ашшĕ комбайнер пулăшуçинче çÿреттернĕ. Хĕр ачисем валли шкулта тирпей çĕре ĕçлекен амăшĕ пайсем илсе панă. Халĕ çакăншăн пĕртте ÿкĕнмеççĕ. Вĕренни хăйсемшĕн пулнă-çке. Паянхи кун та тĕп килти пахчари ĕçсене тума хутшăнаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри канмалли кунсенче тăван киле килсе çÿреççĕ. 8 мăнукĕ аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне тунсăхлама памасть.
— Выльăх-чĕрлĕхне йышлă тытнă эпир. Çирĕмшер сысна та усранă. Мăшăрăм комбайнпа тыр-пул çапнăран хавхалантару парнине вуншар тонна та илеттĕмĕр. Ĕне тытма 3-4 çул каялла çеç пăрахрăмăр,— калаçăва малалла тăсать Зинаида Анисимовна. — Чăхсем пур. Вăтăршар ытла та тытатпăр. Виççĕршер çăмарта пухса ачасене кучченеç парса яратпăр. Çанталăк ăшăтсан бройлер, кăвакал илесшĕн.
Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ Лампасовсем. Паянхи пурнăçпа килĕшсе кун кунлаççĕ. Сĕтел-пуканне çĕнетме те ÿркенмеççĕ. Елчĕкрен качча килнĕ кинĕ тĕрре-çĕвве те маçтăр. Маларахри çулсенче чечексем ÿстерме те ÿркенмен кил хуçи хĕрарăмĕ.
Саккăрмĕш теçеткене капашакансенчен çамрăк мăшăрсем тĕслĕх илмелĕх пурах.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
