Пăрăхсемпе шăнкăртатĕ таса шыв

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 10:11 Просмотров: 141

Шăмăршă округĕнчи Палтиел ялĕ çывăхĕнчи шыв управĕ тинĕс пекех сарăлса выртать. Шăпах çакăнтан «Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕн «Коммуналлă инфратытăма модернизацилесси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски тăрăхĕсенчи ялсене таса шыв çитмелле. Ку ыйтупа çине тăрсах ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра 9-мĕш комплексăн пĕрремĕш тапхăрне тăвасси вĕçленсе пырать. 10,5 çухрăм пăрăх хывмалла пулсан 9,5 çухрăмне хунă, насус станцине вырнаçтарнă. 250 кубла метр кĕрекен икĕ шыв резервуар никĕсне хатĕрленĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хатĕрлĕхĕ 90 процентпа танлашать. Кăçалхи виççĕмĕш кварталта ăна туса пĕтермелле.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

ШУХĂШ

Виктор ИЖЕДЕРОВ, округ администрацийĕн строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

— Патăрьелĕнче тата Шăнкăртамра шыва уйăрса яракан сетьсене хываççĕ. 2026 çул вĕçĕччен округ центрĕнчи хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакансем, 2027 çулта Шăнкăртамсем таса шывпа усă курма пултараççĕ. Подряд организацийĕ Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнче пăрăхсене хурассине хĕллехи вăхăтра чарăнса тăнăччĕ, хальхи вăхăтра ĕçе çĕнĕрен пуçăнаççĕ, чавнă вырăнсене хуплаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика