Кашни ял хăтлă, тирпейлĕ, кăтартуллă пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 10:10 Просмотров: 126

2017 çултанпа Чăваш Республикинче «Ниме —Халăх бюджечĕ» пуçаруллă бюджет программи ăнăçлă пурнăçланса пырать. 8 çулта çынсем тăрăшнипе 6 пин ытла проект пурнăçа кĕнĕ, пĕтĕмпе — 6,5 миллиард тенкĕлĕх.

Çак программăпа Патăрьел муниципалитет округĕнче те çулсеренех халăх пуçарулăхĕпе ял инфратытăмĕ пуянланса, хăтлăланса пырать. Кăçал территори пайĕсенче 74 проектпа ялсенче тĕрлĕрен объектсем хута каймалла, çулсем, ача-пăча лапамĕсем, обществăлла территорисем çĕнелмелле. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Алманчă территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов:

— Юлашки çулсенче ял халăхĕн тăрăшулăхĕпе, пуçарулăхĕпе Алманчă ялĕ чылай улшăнчĕ, капăрланчĕ. Чăваш Республикинче çулсеренех вăй илсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа та сахал мар ĕç туса пыратпăр. Кăçал ял варринчи парка малалла хăтлăлатса картасем тытма, унта беседкăсем вырнаçтарма палăртнă. Хальхи вăхăта подрядчик ĕçе вĕçленĕ. Объект смети 623 пин тенкĕ. Çак суммăран 374 пин тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Парка малалла тирпейлеме округ хыснинчен тата халăх пуçарулăхĕпе 124-шар пин тенкĕ каять.

Халăх бюджечĕпе пурнăçлакан тепĕр пĕлтерĕшлĕ объект — Советская урамри çула (520 метр) асфальт çул сарасси. Унăн смети — 3 миллион та 636 пин тенкĕ. Çак суммăран пысăк пайĕ — 2 миллион та 187 пин тенки — республика бюджетĕнчен, ытти каллех халăх хастарлăхĕпе тата округ хыснинчен.

Альбина НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика