Çулталăкăн ытти тапхăрĕпе танлаштарсан çу кунĕсем лайăх пулăмпа çеç мар, начар ĕçсемпе, кăмăла пăсакан пăтăрмахсемпе те ытларах палăраççĕ. Сар хĕвел хĕртсе савăнтарма пикенсенех шăпăрлансемпе çамрăксем, аслă çулхи çынсем те шыв хĕрринелле туртăнаççĕ. Ун пек чухне ятарласа шыва кĕме уйăрнă кÿлĕсенче çеç ишме юрани пирки те мансах каяççĕ. Асăрханмасан синкерлĕх пуринпе те сиксе тухма пултарать.
Тепĕр çăмăлттайла ĕç пирки те асăрхаттарса хăварасшăн. Хальхи вăхăтра уйрăмах ачасем велосипедсемпе питбайкчĕсене е ытти хатĕре урамра, магазин умĕнче е ытти обществăлла вырăнта пăрахса хăварнă тĕслĕхсем те час-часах пулаççĕ. Ку тĕлĕшпе ачасен çеç мар, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕхе ÿстермелле, вĕсем ăçта, кампа çÿренипе, велосипедсене киле илсе килнипе кăсăклансах тăмалла. Техника çухални пирки полици сотрудникĕсене çийĕнчех пĕлтерни ĕçе уçăмлатма, ăна шыраса тупма пулăшать.
Алексей БЫКОВ,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе тимлекен çумĕ
Август 2026 |
