Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе — Асăну хăми

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 10:05 Просмотров: 143

Анат Туçара Совет Союзĕн Геройне Павел Кузнецова асра тытса вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çапнă.

Павел Ефимович Украина фронтĕнче Украинăна тата Киева ирĕке кăларма хутшăннă. Пĕр çапăçура командирсăр юлнă. Яваплăха хăй çине илсе вăл салтаксене атакăна илсе кĕнĕ, тăшмана каялла чакарнă.

20 гитлеровеца плена, виçĕ пулемета, чылай автомат тата çар хатĕрĕсемлĕ икĕ автомашинăна туртса илнĕ. Çак паттăрлăхшăн, Киева тата сылтăм енчи Украинăна çавăрса илейнĕшĕн Совет Союзĕн Геройĕ ята панă.

Асăну хăмине Раççейри çар историйĕн пĕрлĕхĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн çапнă. Вăл «Единая Россия» парти проекчĕн истори астăвăмне малалла тăсни, çамрăксене патриотла воспитани парассине тытса пыни пулать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика