Çулпа çул ялан пĕр пек килмест. Кăçал çурхи ĕçсене апрелĕн 13-мĕшĕнче пуçăннă. Иртнĕ çул нумай çул ÿсе-
кен курăксене мартăн 10-мĕшĕнчех апатлантарма тухнăччĕ.
Юлашки çумăрсем ял хуçалăх ĕçченĕсене кăшт кантарса илчĕç, анчах ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем кашни сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Майăн 14-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 6,1 пин гектар акнă е палăртнă ĕçе çуррине вĕçленĕ.
Çевок Патăрьел бренчĕ шутланать. Сухан вăрлăхне 410 гектар (82 процент) акнă.
Кĕрхи культурăсене 2 пин гектар, нумай çул ÿсе-
кен курăксене 4,8 гектарта апатлантарнă, 5,1 гектарта нÿр тытнă.
Колос» çĕр ĕç фирми — хĕвел çаврăнăш, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕ сахăр кăшманĕ акма тухнă. «Красное Знамя» тата «Исток» хуçалăхсем çĕр улми лартма пуçланă.
Ака ăнăçлăхĕ техникăран нумай килет. Хирти ĕçсене 610 трактор (АПК-ра —214, уйрăм секторта — 369 единица), 70 сеялка, акакан 5 комплекс, 100 ытла культиватор хутшăнать.
Ирина ХАДАРОВА,
округ администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалисчĕ
ЦИТАТА
Андрей МАКУШЕВ, ЧР ял хуçалăх министрĕ: «Патшалăх тĕллевлĕ пулăшса пынипе тата аграрисен хастарлăхĕпе ял хуçалăх продукцийĕсене туса илесси ÿссех пырать. 2025 çул тĕп кăтартусемпе рекордлă çулталăк пулчĕ. Регион Раççейре лидерсен шутĕнче пулни ял аталанăвне çирĕплетет. Пирĕн тĕллев — ял çыннисен пурнăçне хăтлăрах тăвасси, АПКна аталантарасси.
Август 2026 |
