Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунă кун çултан-çул хыçран-хыçа юлса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕпе сумĕ хакне çухатмасть, ÿс-
сех пырать. Аслă вăрçăра Патăрьел муниципалитет округĕнчи салаксем те ытти паттăрсем пекех Çĕнтерĕве çывхартма пурнăçне шеллемесĕр хăйсен тÿпине хывнă. Мĕн пурĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 8377 çын Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вĕсенчен 41-шĕ — хĕрсемпе хĕрарăмсем. Шел пулин те, 6034 ентешĕн шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă, паттăрла вилĕмпе куçĕсене ĕмĕрлĕх хупнă. Паттăрсен ячĕ кашниех пирĕн асра упранĕ.
Майăн 9-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи кашни территори пайĕнчех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асра тытса лартнă палăксем умне чечек кăшăлĕсем хунă.
Çавăн пекех вырăнсенче шкул ачисем, волонтерсем, ветерансем (вĕсем округра иккĕн çеç юлнă: Шăхачри Феоктист Васильев тата Шăнкăртамри Нурулла Резяпов), тыл хастарĕсем, вăрçă ачисем умĕнче те пуç тайнă, вĕсене паттăрлăхшăн тав тунă.
Август 2026 |
