УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене асăнса Каншелĕнче мини футбол турнирĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов саламланă. Первомайскинчи «Рассвет» команда турнир çĕнтерÿçи пулнă. Иккĕмĕш вырăна хуçасем (Каншел, Анат Чакă ялĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ) тухнă. Виççĕмĕшĕнче — Сителпе Пăлапуç Пашьел ял çамрăкĕсем.
Турнирта ăрусен çыхăнăвĕ уççăн палăрнă. Совет салтакĕн паттăрлăхне паянхи хÿтĕлевçĕсем çирĕплетсе пыраççĕ. Иртнине куç умне кăларса хальхине вырăна хураççĕ спортсменсем.
Август 2026 |
