ЕВГЕНИЙПЕ Петр Мясниковсем — Анаттуçасем. Ĕçрен пĕртте ÿркенмеççĕ вĕсем. Çынна пулăшу кирлĕ чухне кирек хăçан та хирĕçлемеççĕ. Çĕр ĕçĕпе ытларах тимлеççĕ. Яла Патăрьел енчен пырса кĕрекен лаптăка Америка вĕрени пусса илнĕччĕ. Ăна çап-çут тасатрĕç. Çакăнтан инçех мар пурăнакан хисеплĕ ватă — Петр Баранов — ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿс-
тернĕшĕн вĕсен ашшĕ-амăшне пуç тайса тав тумалăх пур, тенĕччĕ вăхăтĕнче.
Ку хутĕнче вара ял халăхĕ çамрăксене масар çинчи часовня валли купол илме пулăшнăшăн тав тăвать. Ырă туни хăйсене темиçе хут лайăхпа каялла таврăнтăрах.
Август 2026 |
