Тĕнче шайĕнче палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:48 Просмотров: 140

Хусан хулинче тутар чĕлхипе тата литературипе олимпиада иртнĕ. Унта 500 ытла çын хутшăннă. Турци, Казахстан, Киргизи, Азербайджан, Австрали çĕршывĕнчен çамрăксем явăçни те пĕлтерĕшлĕ. Географийĕ Раççейĕпе те анлă. Астрахань, Ульяновск, Пенза, Свердловск, Самара, Саратов, Оренбург, Чулхула, Новосибирск, Киров, Тюмень, Иркутск, Кемерево, Ярославь, Челябинск, Волгоград, Томск облаçĕсенчен тата Чăваш, Пушкăртстан, Мордва, Марий Эл, Удмурт, Крым Республикисенчен, Мускавран тата ытти çĕртен те хутшăннă. Финал 3 туртан тăнă: тутар чĕлхипе тата литературипе çырса хуравласси, сăмах вĕççĕн каласси, Габдулла Тукайпа Муса Джалиле халалланă проект ĕçĕсене хÿтĕлесси.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 8 класра вĕренекен Адиля Абдрахманова олимпиада призерĕ (ертÿçисем Г.Абейдулловăпа Р.Айзатуллова) пулнă. Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Назлыгуль Купкянова та (С.Камалетдинова) çав йышрах.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика