Спорт хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:47 Просмотров: 176

Ăрусене пĕрлештерекен вăйă

Кивĕ Ахпÿрт стадионĕнче йăлана кĕнĕ футбол турнирĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл вунпĕрмĕш хут пулнă. Кубока çĕнсе илессишĕн 5 команда вылянă: Кивĕ Ахпÿрт, Туçа, Кушăк, Тимĕрчкасси тата Треньел.

Треньелĕнчи «Керамик» команда çĕнтерÿçĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Ахпÿрт команди тухнă. Виççĕмĕшĕнче вара — туçасем.

Хастарлăхĕ чакмасть-ха ветерансен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май хĕç-пăшаллă вăйсен çарĕсен ретĕнче тăнисен ветеранĕсем «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн спорт залĕнче йăлана кĕнĕ ăмăрту ирттернĕ. Вĕсен 5 енпе тупăшма тивнĕ: пневматикăлла винтовкăран тĕл пересси, дартс, баскетбол енĕпе мечĕке унка кĕртесси, боулингри тавçăрулăх тата кире пуканĕ йăтасси.

Ветерансем кашни тĕрĕслевех тивĕçлипе ирттерме пултарнă.

Асра тытса, сума суса

Упамса ялĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Иванпа Федор Лисовсен ячĕсене асра тытса мини-футбол турнирĕ ирттернĕ. Вăйă хĕрÿ кĕрешÿре пынă. Çĕньял команди чемпион пулнă.

Первомайски ялĕнче те çакнашкал турнир иртнĕ. Ăна Юрий Шуряков воин-афганеца халалланă. Унта 3 команда хутшăннă. Хуçасем çĕнтернĕ. Вĕсем асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

Пьедестал çинче — Шăнкăртамсем

«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн спорт залĕнче тава тивĕçлĕ спорт мастерне, грекла-римла кĕрешсе тĕнче кубокне тивĕçнĕскере, Европа чемпионне Минсаит Тазетдинова асра тытса Корэш енĕпе турнир иртнĕ. Унта Раççейĕн 5 регионĕнчен 180 ытла спортсмен хутшăннă.

Пĕрремĕш вырăна Амирхан Тухфетуллов (26 килограмм виçепе), Ильшат Купкенов (60), Фенис Купкенов (65) йышăннă. Вĕсем пурте Шăнкăртамра пурăнаççĕ.

Спортсменсене Эльфис Мтиевпа Тауфик Валеев тренерсем хатĕрлеççĕ.

Çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă

Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта çăмăл атлетикăпа республикăра мала тухассишĕн зонăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Йĕпреç тата Канаш муниципалитет округĕсен 150 ытла çамрăк спортсменĕ хутшăннă.

Старта тăнисем 60, 300, 1000 метра чупнă. Пурте ăмăртăва тăрăшса хатĕрленни палăрнă.

Мала тухнисен Çĕрпÿре иртекен финалти стартсене тăмалла пулать.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика