Шупашкарти «Своя типография» типографинче «Пĕлĕте вĕçсе хăпарнисем» («Они шагнули в небо») кĕнеке пичетленсе тухнă. Унта 2022 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă Çĕньял арĕ Николай Ильич Киркин гварди аслă лейтенант кун-çулĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Вăл халăх патне çитсе те ĕлкĕреймен-ха. Сăрă шăрши те уçăлса пĕтмен кĕнекепе мана Пăлаçи Атăк ялĕнче пурăнакан Геннадий Владимирович Пешков паллаштарчĕ. Унăн тăван аппăшĕн, Çĕньяла качча кайнă Нина Владимировнан ывăлĕ-мĕн СВО паттăрĕ.
150 страницăран тăракан кăларăма пуçа çĕклемесĕр вуласа тухрăм. Тăватă çул ытла пыракан вăрçăра пирĕн ентешсем чылайăн пуç хучĕç... Вĕсене асра тытса округра мероприятисем ирттереççĕ-ха. Анчах халиччен пулса та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паттăрсем пирки ятарласа кĕнеке кăларни пулманччĕ-ха.
Асăннă кĕнекене Езюкова (Киркина) Надежда Николаевна пухса кăларнă. Вăл пирĕн паттăрăн ашшĕн йăмăкĕ пулать, Шупашкарти педучилищĕре вĕреннĕ, хулари ача сачĕн воспитателĕ пулса ĕçлет. Кунта Н.Киркинăн тăванĕсен, ялти вăтам шкул учителĕсен, пĕрле вĕреннĕ тусĕсен тата ыттисен асаилĕвĕсене кĕртнĕ. Кĕнекерех вырăнти поэтсен (Надежда Квасова, Анатолий Дмитриев, Лена Патернел) сăввисем, хаçатсенче тухнă статьясем пур. Паллах ĕнтĕ, сăн ÿкерчĕсем (ачалăхран пуçласа çар службинче тăнă вăхăтсем таран) пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавсемпе паллашатăн та, Николай Киркин мĕн çамрăкран паттăрлăх çулĕ çине тăнине асăрхатăн. Шкулта вăл ытларах «пиллĕк» паллăсемпе вĕреннĕ, виççĕмĕш класран пуçласа мĕн аттестат иличчен çуллен Мухтав (похвальнăй) хучĕсене, грамотăсене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ, уйрăм предметсемпе шкулти тата районти олимпиадăсене хутшăнса мала тухнă. Спортра та ăна çитекенни сахал пулнă, уйрăмах волейбол, футбол, баскетбол, çăмăл атлетика, сĕтелçи теннис тĕсĕсене кăмăлланă, шкулти, ялти тата районти ăмăртусене хутшăнса сумлă дипломсене тивĕçнĕ. Шкулта строй конкурс-смотрĕсенче вăл çамрăк армеецсен отрячĕн командирĕ пулнă, районти «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисенче палăрнă. 2007 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Рязаньти аслă çар десант училищине вĕренме кĕнĕ.
— Десант офицерĕ пулма ун чухне Коляна хамах сĕнтĕм çав. Хистерĕм те пулĕ, — хаш сывласа хурлăхлăн калаçать паян амăшĕн шăллĕ Геннадий Пешков. — Ырă кăна суннăччĕ те... Шăпи синкерлĕ пулса тухрĕ ав.
Çар училищинче вĕреннĕ чухне те Николай пысăк явапа туякан, тĕслĕхлĕ курсант, çар отличникĕ, пултаруллă спортсмен пулнă. Лейтенант пакунне çаксан та ăна служба вырăнне хăйне суйлама ирĕк панă. Вăл вара Кострома хулине суйласа илет, кунти Хĕрлĕ ялавлă 331-мĕш гварди парашют-десант полкĕнче çар специальноçне малалла туптать. Курсант чухне вăл икĕ хутчен Çĕнтерÿ уявĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре ирттерекен çар парачĕсене хутшăнма тивĕç пулать. Сăмах май каласан, Костромара çар хĕсметĕнче тăнă чухне Николай Киркин тата пилĕк хутчен (!) десантниксен колоннинче утса тухма пултарнă. Пурĕ вара çĕршывăн чи сумлă та паллă парадне вăл çичĕ хутчен (!) хутшăннă. Кун пекки вăл Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те урăх пулман тесе шутлатăп.
2022 çулта Николай Киркин Казахстанри миротворецсен миссине хутшăнса Байконурти космодромри стратегиллĕ объектсене сыхлама хастар хутшăннă, унтан Белорусь республикинчи вĕренÿсенче çар хăнăхăвĕсене ÿстернĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вара вĕсен полкĕ тÿрех патшалăх лартнă задачăсене пурнăçлама пикеннĕ. Шел те, 2022 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче вăл вилмеллех аманнă, паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна патшалăх «Паттăрлăх» орденпа наградăлама йышăннă. Николай Ильич ÿтне виçĕ уйăхран илсе килсе ял масарне пытарнă.
Çĕньялсем хăйсен паттăрне манмаççĕ, асра тытса упраççĕ. Шкулта ун ячĕпе «Герой парттине» вырнаçтарнă, халăх вăйĕпе ялта монумент лартнă, çуллен волейбол турнирне йĕркелеççĕ... «Пĕлĕте вĕçсе хăпарнисем» кĕнеке тепĕр пысăк палăк пулса тăрать.
Николай ЛАРИОНОВ
Август 2026 |
