Çак кунсенче пирĕн ентеш, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан, «Хастарлăхшăн» тата «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн» орденсене тивĕçнĕ Геннадий Данилов (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) гварди лейтенанчĕ отпуска килсе кайрĕ.
Геннадий Петрович Именкассинче çуралса ÿснĕ. Çар тивĕçне Чечен Республикинче пурнăçланă. 2022 çулта мобилизаципе Мускавран ятарлă çар операцине кайнă.
СВО участникĕ ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Вăл хÿтĕлев сеткисем çыхса панăшăн, гуманитари пулăшăвĕшĕн ентешсене ăшшăн тав турĕ. Тыл çирĕп чухне салтаксене тăшмана çĕнтерме çăмăлраххине палăртнă май, хăй тăракан çар чаçĕнчен Именкассинче пурăнакансене панă Тав çырăвне вуласа пачĕ. Ял халăхĕшĕн ку иккĕмĕш хавхалантару хучĕ пулчĕ. Пухăннисем малашне те неонацистсене хирĕç кĕрешекенсене пулăшма, кучченеçсемпе савăнтарма тăрăшассине каларĕç, Геннадий Данилова тăван тăрăха сывлăхпа таврăнма сунчĕç.
Геннадий МАКСИМОВ, ял старости
Август 2026 |
