Çак çулсен нихçан çухалмĕ чапĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:38 Просмотров: 154

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, вырсарникун ирхине 4 сехетре Совет Союзĕ çине Германи çарĕсем ултавлă майпа тапăнса кĕнĕ. Малтанласа тăшман эшкерĕсене 485 пограничник застави хирĕç тăнă.

1941 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Белоруссин Орша хули патĕнче БМ-13 реактивлă артиллерипе малтанласа çапăçура усă курнă. Снарядсем çÿлелле ывăтăнса хăпарса хăватлăн çурăлни тăшмана сехĕрлентернĕ. Пирĕн халăх ăна «катюша» тесе хисепленĕ.

Мускав патĕнчен тăшман çывăхрах тăнине пăхмасăрах ноябрĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ Плошадьре çар парачĕ ирттернĕ. Вĕсем Воронеж тата Куйбышев хулисенче те пулнă.

Вăрçă çулĕсене тапхăрсем çине уйăрса кĕскен пăхса тухар-ха. Малтанхи июнĕн 22-мĕшĕ — ноябрĕн 18-мĕшĕ. Çак вăрçă вăхăчĕ çĕршывшăн тата халăхшăн та йывăр тапхăр пулнă. Брест крепоçне паттăрла хÿтĕлени, Ленинградшăн, Киевшăн, Одессăшăн, Севастопольшĕн, уйрăмах Мускавшăн пынă çапăçусем «çиçĕмлĕ» вăрçă планне путлантарнă.

Иккĕмĕш тапхăрĕ 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕ — 1943 çул вĕçĕ. Сталинград çывăхĕнче совет çарĕсем нимĕçсене ăнăçлă тапăнса хăвалани, Курск пĕккинче çĕнтерни. Орел, Белгород, Харьков, Смоленскк, Киев хулисене ирĕке кăларни. Хĕрлĕ çар стратегилле пуçарулăха туллин ярса илни.

Виççĕмĕш тапхăрĕ — 1944 çулхи январь — 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ. Чи кирли нимĕç фашисчĕсен çарĕсене СССР территоринчен хăваласа яни.

Майăн 1-мĕшĕнче 23 сехет те 30 минутра М.Егоров тата М.Кантария Çĕнтерÿ ялавне рейхстагăн чи çÿллĕ вырăнне çирĕплетсе лартнă. 1945 çулхи Берлин çывăхĕнче Карлсхорстра майăн 8-мĕшĕнчен 9-мĕшне каçхине фашистла Германин хĕç-пăшаллă вăйĕсем сăмахсăрах парăнни çинчен калакан акта икĕ енчен алă пусса çирĕплетнĕ.

Майăн 9-мĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ. Çĕршыв ывăлĕсемпе хĕрĕсен хастарлăхĕсене, паттăрлăхĕсене çÿле хурса хакланă. 11618 çар çынни Совет Союзĕн Геройĕн хисеплĕ ятне тивĕç пулнă. Çав шутра 63-шĕ Чăваш Енрен. Пирĕн муниципалитет округĕнчен вара П. Кузнецов. Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем Чăваш Енре 11, Патăрьел муниципалитет округĕнче виççĕн: — П.Кариков, А.Табаков, Б.Тухфетуллов.

Официаллă кăтартусемпе вăрçă 27 миллион совет çыннин пурнăçне татнă. Çакă пĕтĕмпе АПШран 61 хут, Британинчен — 72, Францинчен — 45, Германинчен 41 хут пысăкрах.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçин ватă нимĕç ветеранĕ темиçе çул каялла пĕр телепередачăра çапла каларĕ: «Иртнĕ вăрçăра эсир çавăнпа çĕнтертĕр, сирĕнни пек витĕмлĕ юрăсем вермахтăн пачах та çукчĕ». Вăл вăхăтри юрăсене халĕте юрлатпăр: «Священная война», «Катюша», «В землянке», «Смуглянка», «На солнечной поляночке», «Враги сожгли родную хату» тата ыттисене те.

Василий ПЕТРОВ,

Тăрăн ялĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика