Мирлĕ тÿпене хÿтĕлекенсене тав туса

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:29 Просмотров: 138

Муниципалитет округĕнче çамрăк армеецсен «Пирĕн вăхăтри герой» балĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут

пулнă. Ăна Аслă Çĕнтерĕве парнелекенсене, паян Тăван çĕршывăн хуралĕнче тăракансене, унăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекенсене халалланă.

Мероприятие хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, Украинăри ятарлă çар операцин участникĕ, çар ĕçĕсен ветеранĕ Олег Бахмисов, администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова саламланă.

Бала 12 вĕрентÿ учрежденийĕнчен кадет класĕсенче вĕренекен тата çамрăк армеецсен отрячĕсенчи 150 ытла патриот хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне 3 номинаципе палăртнă.

«Тума тивĕçлĕ бал композицийĕ» тупăшура 5-7 классенче вĕренекенсенчен пĕрремĕш вырăна Хирти Пикшикри, Аслă Чементи вăтам шкулсенчи ташă ансамблĕсем йышăннă.

8-11 класенче вĕренекенсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадетсем тухнă.

«Ансамбльсен ирĕклĕ бал композицийĕ» номинацинче каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4б тата 8б классем малти вырăна йышăннă.

Кĕçĕннисенчен Ангелина Семеновăпа Константин Фролов, аслисенчен Диана Гадельяновăпа Дмитрий Григорьев бал примипе премьерĕпулнă.

Пĕтĕмĕшле зачетпа Первомайскинчи Митта Ваçлей ячĕллĕ (5-7 классем), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекен çамрăк армеецсен ташă ансамблĕсем çĕнтерÿçĕсем пулнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика