Йăл кулă питсене çутаттăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:29 Просмотров: 132

(Вăрçă вăхăтĕнче тылра вăй хунă хĕрарăмсене халалласа)

Фашист эшкерĕ тапăнсан пире,

Кĕрсе ÿкет çĕршыв хăрушлăха.

Куççуль тăкса ăсатнă кунсерен

Хĕрарăмсем арçынсене вăрçа.

Инкек тени кашни килех иленнĕ,

Куççулĕ тăкăннă кашни килте,

Çапах ырми-канми

куллен ĕçленĕ

Шанса çĕнтерĕве çынсем пурте.

Вилĕм вара

тылра та шелсĕр çулнă,

Усаллăн антăхса, нумай çынна,

Çăкăр-тăвар енчен

пит хĕсĕк пулнă,

Крахмал пуçтарнă, çинĕмăяна.

Выçă пулсан та,

халăх тÿснĕ, чăтнă,

Вăй хунă ир те каç фронта валли.

Окоп та чавнă,

вăрманне те каснă

Йăлтах тылри хĕрарăмсен алли.

Вăхăт çитсессĕн акине те тунă,

Выртса юлман ниçта та

пушă хир,

Ал вĕççĕн çурлапа

вырса пуçтарнă

«Фронта валли!» тесе ăна эсир.

Пур йывăç-курăк,

çуркунне çитсессĕн,

Сĕткен илсе симĕсленет куллен.

Çĕнтерĕве шансассăн,

ĕненсессĕн

Кĕтсе илетĕнех ăна, ĕнен!

Сума суса паян пуçа таятăп

Сирĕн умра, тылри хĕрарăмсем!

Пур чĕререн хисеплесе калатăп:

Çук, тухмĕç манăçа ыр ĕçĕрсем!

Вăрçăсене пула вĕри куççулĕ

Ан юхтăр тек нихçан та

куçсенчен,

Пур çын шăпийĕ пултăрччĕ

телейлĕ,

Йăл кулă

ан çухалтăр пит çинчен!

Халал Толи (А.Дмитриев), Çĕньял.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика