Çĕнĕ маршрутсем уçăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:27 Просмотров: 168

Майăн 4-мĕшĕнче автобуссен çĕнĕ икĕ маршручĕ уçăлчĕ: «Елчĕк — Патăрьел», «Шăмăршă — Патăрьел». Çакă виçĕ округра пурăнакансен çул çÿрессине чылай çăмăллатма май парать. Рейссем кашни пĕр сехетре пулаççĕ.

300 номерлĕ «Елчĕк — Патăрьел» маршрут округри Анат Туçа, Туçа, Кивĕ Ахпÿрт, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсемпе иртсе килет. 303-мĕш номерлĕ «Шăмăршă — Патăрьел» рейс Яманчурель пăрăнчăкĕ, Шăнкăртам патĕнчен иртсе çÿрет. Кашни чарăнурах çынсене лартаççĕ, антараççĕ.

— Çĕнĕ маршрутсем уçăлни — округра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Автобуссене куллен çÿреттерни çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма, социаллă учрежденисене килсе çÿреме, муниципалитетсем хушшинчи транспорт çыхăнăвне çирĕплетме май парать. Маршрутсене уçассине «Халăх программипе» килĕшÿллĕн, çынсен шухăшне тĕпе хурса йĕркеленĕ, — тенĕ муниципалитет округĕн полномочийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, «Хăрушсăр çулсем» парти проекчĕн координаторĕ Равиль Ямалетдинов.

Автобуссем çÿреме пуçланишĕн, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине кĕртнĕ ыйтăва ăнăçлă татса панăшăн ял çыннисем питĕ хĕпĕртенĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика