Каснă тирексем вырăнне çамрăк хунавсем ларĕç кашласа

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 13:08 Просмотров: 135

ТУÇА территори пайĕнчи çул хĕррипе ÿсекен тирексем вăйлă çил чухне час-часах тĕпĕнченех хуçăлса çĕр çине ÿкеççĕ. Йывăçсене вуншар çул каялла лартнăран нумайăшĕ çĕрĕшнĕ. Хăрушлăх кăлараканнисене касса тирпейлесе тăраççĕ. Козловкăпа Пăлакассинче пурăнакан хастарсем пушаннă вырăнсене çамрăк хунавсем лартма тухнă. Малашне вĕсем ÿссе çул хĕррине илем кÿрессе шанас килет.

Сăмах май каласан, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн «Асăну сачĕ» акцие хутшăнса территори пайĕсенче тĕрлĕрен йывăç лартнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика