Пĕр-пĕрне юратса утаççĕ пурнăç çулĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 12:50 Просмотров: 153

МĂШĂРПА нумай çул пурăнакансене телейлĕ çынсем тесех калас килет. Иккĕн пурнăç çулĕпе утма та çăмăл, савăнăç-хуйхи те çурмалла пайланать. Акă, Хирти Пикшикри Ринатпа Резифа Хамдеевсем, Рифкатьпа Фидания Сармаевсем, Алманчăри Ваталийпе Валентина Григорьевсем, Сăкăтри Владимирпа Нина Мишинсем, Туçари Владимирпа Елизавета Остряковсем, Патăрьелĕнчи Валерийпе Валентина Ситовсем, Валерийпе Нина Шихрановсем, Çĕнĕ Ахпÿртри Николайпа Ираида Степановсем, Татмăшри Василийпе Валентина Черновсем, Тăрăнти Николайпа Нина Емельяновсем май уйăхĕнче ылтăн туйĕсене паллă тăваççĕ.

Патăрьелĕнчи Геннадийпе Александра Табаковсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Владимирпа Зинаида Александровсем, Кивĕ Ахпÿртри Александрпа Елена Салминсем 55 çул пурнăç çулĕпе утаççĕ.

Патăрьелĕнчи Александрпа Венера Леонтьевсем, Михаилпа Евгения Кляжевсем бриллиант туйне паллă тăваççĕ. Хисеплĕ мăшăрсем 60 çул пĕр сукмака такăрлатаççĕ.

Люляри Геннадийпе Зоя Шалтыновсем вара 65 çул пĕрле пурăнаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика