Аслă Чемен вăтам шкулĕнче Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) сăвăç-ентеше халалласа «Янăра, тăван сăмахăм — 2026» сăвă вулакансен конкурсĕ кăçал виççĕмĕш хут иртрĕ. Конкурса хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерÿ пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ Денис Никифоров саламларĕç.
Ăна çулсерен «Чемен» ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи, Аслă Чемен ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, контактлă каратэ енĕпе Тĕнче чемпионĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Мускав çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн деканĕ Николай Алешев пуçарăвĕпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелет.
Конкурс 4 ÿсĕм категорийĕпе иртрĕ: 1-4, 5-7, 8-11 классенче вĕренекенсем тата 25 çултан аслисем. Унта хутшăнакансем чуна тыткăнламалла илемлĕ те туйăмлă вуласа хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Кĕçĕннисем те, аслисем те питĕ пултаруллă пулни палăрчĕ. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç.
Иртнĕ çулсенчи конкурсра янăранă сăвăсене пуçтарса
Н.Алешев «Янăра, тăван сăмахăм» ятпа сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнăччĕ. Çĕнĕрен çуралнă сăвăсене те кĕнекене кĕртса пичете кăларма шантарчĕ.
Тăван чĕлхе уявĕ питĕ хаваслă иртрĕ. Кăçалхи Халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхне халалланă май ачасем чăваш юрри-ташшисĕр пуçне Раççейри ытти халăхсен пултарулăхĕпе те савăнтарчĕç.
Çакнашкал уявсем ирттерни ачасене тăван чĕлхе илемне туйма, вĕсен пултарулăхне аталантарма, сăвă çырас-вулас туртăмне вăйлатма пулăшасса шанас килет.
Денис НИКИФОРОВ, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ
Август 2026 |
