Муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра «40 çул каяллахи Чернобыль паллисем» астăвăм сехечĕ иртнĕ. Унта «Ровесник» клуба çÿрекенсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 7 класра вĕренекенсем (ертÿçисем Г.Купкенова, Н.Сельцова) хутшăннă.
Çитĕнекен ăру Чернобыльти атомла электростанцинчи аварие тирпейлеме хутшăннăскерсемпе — Тăрăнти Петр Думилинпа, Каншелĕнчи Валерий Кирилловпа, Патăрьелĕнчи Валерий Плечовпа — тĕл пулнă. Хăнасем хăрушă та йывăр вăхăтсене аса илнĕ.
Мероприятие муниципалитет округĕнчи клиент службин ертÿçи Дмитрий Федоськин, администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерÿ пайĕн тĕп специалист эксперчĕ, вырăнти пенсионерсен канашĕн уйрăмĕн ертÿçи Полина Логунова хутшăннă.
Клуб ертÿçи Наталия Ракова 1986 çулхи инкеке çĕнĕрен аса илсе вăл тавралăха мĕнле сиен кÿнине каласа панă. Пухăннисем кĕнеке выставкипе паллашнă. Мероприяти Чернобыль урокĕ мĕн чухлĕ синкер кÿнине куç умне кăларма май панă.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
