Патăрьел муниципалитет округĕнчен паянхи кун мирлĕ тÿпешĕн алла хĕç-пăшал тытса çапăçакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсен хорĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем çинчен хывнă юрăсемпе республикăри конкурса хутшăннă. 13 харсăр хĕрарăм явăçнă унта. Коллектива çĕршыва хÿтĕлекенсен çемйисен комитечĕн хастарĕ, Сăкăт территори пайĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканăн амăшĕ Надежда Нртина ертсе пырать.
Кашнийĕн хăйĕн шăпи, хăйĕн историйĕ вĕсен. Пурне те çĕнтерĕве шанни, çывăх çыннисем тăван киле сывлăхпа таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтни пĕрлештерет. Юрă вĕсене çывăхлатать те, хăйха-суйха пусарма, йывăрлăхсене манма пулăшать.
Алена Карукова та Сăкăт ялĕнченех. Муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра библиограф пулса ĕçлет. «Старый» позывнойпа çÿрекен мăшăрĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче 2022 çултанпа тăрать. Ачисемпе хĕрарăм мăшăрне куç пек кĕтет. Ахальтен юрламаççĕ-çке, юрă пире ĕçлеме те, пурăнма та пулăшать тесе. Юрăсенче те шанăç, юрату, чăтăмсăррăн кĕтни, пăлхану палăрать... «Çакă шăпах ура çинче çирĕп тăма, малалла утма хăват парать»,— тет çамрăк хĕрарăм.
Коллектив хора çÿрессине ытти обществăлла ĕçпе çыхăнтарса туса пырать. Волонтер пуçарулăхĕ те пур вĕсенче. Гуманитари пулăшăвĕ пухассинче хастарлăх кăтартаççĕ, маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Акă çак кун та коллектив сцена çине хăпариччен окоп çуртисемпе маскировка сечĕсене, ытти кирлĕ япаласене ятарлă вырăна леçрĕ.
Мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хĕрарăмсен юхăмĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса иртнĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
