Пурăнакан вырăн хăтлăрах та хитререх пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 14:40 Просмотров: 77

«Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕн регионти «Хăтлă хула хутлăхĕ» проект округра 2017 çултанпа ăнăçлă ĕçлет. Мероприятисем муниципалитетри 1000 çын ытларах пурăнакан 5 ялта — Патăрьелĕнче, Хирти Пикшикре, Сăкăтра, Тутар Сăкăтĕнче, Шăнкăртамра — пурнăçланаççĕ. Çак тапхăрта 39 çурт территорине тата обществăлла 9 лапама хăтлăлатнă.

Юлашки 6 çулта çеç Патăрьелĕнчи, Первомайскинчи, Шăнкăртамри 34 картише пурĕ 82,8 млн тенкĕлĕх тирпей-илем кĕртнĕ: асфальт сарнă, ача-пăча лапамĕ, тротуар тунă, саксем, урнăсем вырнаçтарнă.

2020-2025 çулсенче обществăлла 5 лапама — Патăрьелĕнчи «Арбат», Сăкăтри «Туслăх», Тутар Сăкăтĕнчи Çĕнтерÿ скверĕсене, Шăнкăртамри çамрăксен «Халăхсен туслăхĕ» парка — пурĕ пĕрле 41,8 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă.

2025 çулта Патăрьелĕнчи халăх йышлă канакан вырăна та (сăн ÿкерчĕкре) тирпейлесе пĕтернĕ. Кунта халь Паттăрсен аллейи пур, çуран çÿрекенсем валли асфальт çул сарнă, тротуара брусчаткăран тунă, сцена тата куракансем валли лармаллисем вырнаçтарнă, сывлăха çирĕплетме тренажер, волейбол лапамĕсем, тĕрлĕ çулти ача-пăчана вылямалли вырăнсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех йывăçсем лартнă.

Кăçалхи тĕллевсем те паллă. Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи тротуара канмалли вырăнсемпе тума палăртнă. Ĕçе икĕ тапхăрпа йĕркелемелле, çакна валли 6,5 млн тенкĕ кирлĕ. Пĕрремĕш тапхăрпа каçхине çутататакан фонарьсем тротуар пуçланнă вырăнтан Патăрьелпе Шăмăршă çар комиссариачĕ патĕнчи пăрăнчăк патне çитиччен лартмалла, Ленин лапамĕ патне çитиччен тротуара çĕнетсе асфальт сармалла, бордюрсем, саксем, урнăсем вырнаçтармалла, чечек-курăк акмалла. Пĕрремĕш тапхăра пурнăçлассипе контракт çырнă, подрядчик майăн 9-мĕшĕ хыççăн ĕçлеме пикенет. Иккĕмĕш тапхăрта Ленин лапамĕнчен пуçласа ача-пăча искусство шкулĕ таранччен хăтлăх кĕртмелле.

Çитес çул виççĕмĕш тапхăрпа Ленин проспектĕнчи тротуара тирпей-илем кĕртесси малалла тăсăлать. Ача-пăча искусство шкулĕнчен пуçласа тĕп библиотека таран хăтлăлатмалла. Çавна май хальхи вăхăтра — апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 12-мĕшĕччен — 2027 çулта тума палăртнă ĕçе пурнăçлама тăратнă икĕ дизайн-проектран пĕрне суйласа илессипе сасăлав пырать. Çакна валли zagorodsreda.gosuslugi.ru сайта кĕмелле, Патшалăх тивĕçтерĕвĕ (Госуслуги) урлă регистрациленсе килĕшекен проекта палăртмалла. Волонтерсем урлă та кашнийĕ хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать. Сасăлава 4011 çынран кая мар хутшăнмалла, çавна май хастартарах пулмалла, юлташсемпе пĕлĕшсене те явăçтармалла. Эпир пурăнакан вырăн хитререх те хăтлăрах пуласси пирĕн алăра.

Виктор ИЖЕДЕРОВ,

строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр пайĕн начальникĕн ĕçĕсене

вăхăтлăх пурнăçлакан

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика