— «Фермер шкулĕ» проектăн çиччĕмĕш юхăмĕ старт илчĕ. Кăçал 42 çын — вĕсем хушшинче çĕрпе ĕçлекенсем те, агробизнесра пĕрремĕш утăм тăвакансем те пур — вĕренет. Программăра — хальхи вăхăтри аквакультура технологийĕ, çавăн пекех ĕне-выльăх ĕрчетесси. Тĕп тĕллев — харпăр хуçалăха аталантарма практика пĕлĕвĕ парасси.
Чăваш Ен проекта реализацилессипе малтисен хушшинче. «Фермер шкулĕ» ĕçлеме пуçăннăранпа республикăри АПК валли 240 ытла специалист хатĕрленĕ. Юлашки 5 çулта çеç 65 выпускник 425 млн тенкĕ ытлалăх грант пулăшăвне тивĕçнĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
