КИВĔ АХПŸРТРЕ çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн çак ялта çуралса ÿснĕ, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă Андрей Антипова хисеплесе волейбол турнирĕ ирттереççĕ. Унта çамрăксемпе пĕрлех спорт ветеранĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Турнир нумай пулмасть çеç вĕçленнĕ. Çăмăл мар ăмăртура «Туçа» команда пĕрремĕш вырăн йышăннă, иккĕмĕшĕнче — «Сывлăх» «Патăрьел», виççĕмĕшĕнче — «Ахпÿрт ветеранĕсем», тăваттăмĕшĕнче — «Ахпÿрт çамрăкĕсем».
Чи лайăх вылякансем Анатолий Кошкин («Ахпÿрт ветеранĕсем»), Федор Анюров («Сывлăх»), Алексей Мулюков («Туçа») пулнă.
Август 2026 |
