КАШНИ ялтах салтака каякан каччăсем пур, çакăншăн савăнмалла. Шел пулин те, пур культура çуртĕнче те вĕсене асатте-асаннерен пыракан йăлана пăхăнса сумлăн ăсатса ярассине йĕркелемеççĕ. Çĕньял ял территоринче, акă, ку енĕпе аван тăрăшаççĕ. Турхансем те вĕсенчен юлмаççĕ. Нумай пулмасть Турханти клуба çар ретне тăма ят тухнă Тури Тăрмăшри Артур Яковлевпа унăн юлташĕсем пухăннă. Культура ĕçченĕсем ăсату каçне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Николай Кудрявцев çамрăксене салтак юррисем юрлаттарнă, çавăн пекех пухăннисем каччăна сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма, ял, округ, республика ятне çÿлте тытма, ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ пулма пилленĕ. Яшсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев сетки те çыхнă.
Август 2026 |
