Çĕр мăкăртса тухаççĕ кăтра кăмпасем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 14:38 Просмотров: 66

ВĂРМАН хăйĕн пуянлăхĕпе çынсен кăмăлне хĕлĕн-çăвăн тупма пĕлет, пушă алăпа нихăçан та кăларса ямасть. Юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех çеçпĕл чечеке ларчĕ. Яшкана яракан серте те тахçанах çулçисене сарнă. Ăна нумайăшĕ халь усă курнисĕр пуçне кайран апат пĕçерме типĕтсе е тăварласа хурать. Симĕс тĕс çапнă йывăçсем хушшинче кăтра кăмпасем (сморчки) те çĕр мăкăртса тухма пуçланă иккен. Кун пирки социаллă сетьсенчи уйрăм çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем çирĕплетеççĕ.

Кăмпа татма е уçă сывлăшпа кăкăр туллин сывласа çÿреме вăрмана кайсан та асăрханулăх пирки манмалла мар. Кăвайт чĕртме, типĕ курăкпа туратсене çунтарма, пирус тĕпĕсене пăрахма юрамасть. Çут çанталăк ÿпкине упрасчĕ, вут аллине парас марччĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика