Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çуртĕнче çитĕнекен ăру сас паракан инструментсемпе выляса мала тухассишĕн ăмăртнă. Фестивале çулленех ирттереççĕ. Кăçалхине Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
"Халăх оркестрĕ", "Классика оркестрĕ", "Эстрада оркестрĕ" номинацисемпе 100 ытла ача хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме пултарнă. Тумĕ те илĕртÿллĕ вĕсен.
Жюри çитĕнекен ăру пултарулăхне тивĕçлипе хакланă. Конкурса хутшăнакансем пурте тĕрлĕ номинаципе администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн Хисеп хучĕсене илнĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти «Карлыгач» ансамбль Гран-прие (ертÿçи Лилия Хасянова) тивĕçнĕ.
Фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет. Çĕнĕрен çĕнĕ çамрăк артистсем палăраççĕ. Вĕсен професси ăсталăхĕ лайăхланни сисĕнет. Çакă савăнтарать.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
