Апрелĕн 23-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке кунĕ, ăна 1995 çултанпа паллă тăваççĕ.
Кĕнеке — пĕлÿпе кăмăл-туйăм çăлкуçĕ. Ăна ăса-чуна хывса, таса хăватне туйса вуламалла. Кĕнекене вуласа киленме, шухăшласа хак пама хăнăхасси часах пулмасть. Радио итлени, телевизор пăхни, кино-концерта çÿрени çителĕксĕр, кĕнекене нимĕнпе те ылмаштараймăн. Кунта çакна калани те вырăнлă пулĕ тетĕп — кĕнеке çынсене çыхăнтарать, телевидени пĕрлештерет.
«Сăмах чăн малтанах пулнă». Çапла пуçлать тăватă Евангели çыракан çветтуй апостолсенчен пĕри Иоанн Богослов. Анчах хăйĕн вăй-хăватне сăмах кĕнеке пуçланса кайсан анчах тупнă.
Библи — кĕнекесен кĕнеки. Раççейре ăна нумайччен славян чĕлхине куçарман. Библине малтан славян чĕлхине куçаракансем 863 çулта пĕр тăван çветтуйсем Кирилл тата Мефодий пулнă. Библи христиан тĕнне ĕненекенсен сумлă кĕнеки, чылай ĕмĕрсен хушшинче йĕркеленнĕ кĕнекесен пуххи.
Чăвашла куçарнă Библине Тăрăн чиркĕвĕнче 17 çул ĕçленĕ священник, протоиерей Николай атте (Галкин) хăй виличчен мана пехиллесе парса хăварчĕ.
Раççейре кĕнекесем сарăлма пуçлани 1019 çултан Киев княçĕ пулнă Ярослав Мудрый ячĕпе çыхăннă.
Халĕ эпир XXI-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Нумай килсенче икĕ-виçĕ телевизор, компьютер, тĕрлĕрен телефонсем... Анчах кĕнеке çÿлĕкĕсем вара пушă.
Апрелĕн 25-мĕшĕ — Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна эпир çулсеренех чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнче те тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн культурине сыхласа хăварас тĕллевпе шкулсенче, клубсенче, территори пайĕсенче курăмлă ĕçсем туса пыраççĕ-ха. Çапах та тăван чĕлхене упраса хăварас тĕллевпе тата витĕмлĕрех ĕçлемелле.
Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ.
Август 2026 |
