Еншик ялĕ çывăхĕнче республика шайĕнче çăмăл атлетикăпа ăмăртса чупу иртрĕ. Унта çулленех çăмăл атлетсем йышлăн пухăнаççĕ. Мала тухакансене вара республикăн пĕрлештернĕ командине илеççĕ. Вĕсен Владимир хулинче иртекен Раççей чемпионатне хутшăнмалла пулать.
Старта Чăваш Енри мĕн пур муниципалитет округĕсен тата хулисен 250 ытла çамрăкĕ тăчĕ. Спортсменсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тата ăмăртăвăн тĕп судйи Дмитрий Лисканюк саламларĕç.
Пирĕн муниципалитет округĕн команди лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. 18 çулхисенчи каччăсем хушшинче чупса Павел Пятаков пьедесталăн иккĕмĕш, Кристина Иванова виççĕмĕш картлашки çине улăхрĕç. Иккĕшĕ те Раççей чемпионатне хутшăнма тивĕçрĕç.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
