Муниципалитет округĕнче велосипед спортне кăмăллакансемшĕн паллă пулăм пулчĕ. Уçă ăмăртăва 50 ытла çын хутшăнчĕ. Вăл «Раççей спорчĕ» патшалăх программине пурнăçлассинче паллă вырăн йышăнчĕ.
Старта тăракансене «Паттăр» спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев, Нăрваш Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Мария Кошкина саламларĕç.
Чупу йĕрĕ çине 2009-2016 çулсенче çуралнисем тăчĕç. Кĕçĕннисем 3 çухрăм, аслăраххисем 10 çухрăм ярăнса ăмăртрĕç. Кĕскерех дистанцире Василиса Лепешкина, Сабиль Салихов, Милана Алексеева, Семен Яковлев, вăрăмраххинче Самира Салихова, Данир Рафиков, Евангелина Рубцова, Степан Едифанов, Азалия Салихова пĕрремĕш вырăнсенче пулчĕç.
Август 2026 |
