Тухтăр пулма та, хисеп çĕнсе илме те çăмăл мар

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:27 Просмотров: 97

Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăра Алевтина Александрова терапевт тухтăр патне йышăнăва кĕриччен Людмила Кошкина пациент хăйне йĕркеллех туять пекчĕ. Ларнă çĕртех пуçĕ вăйлăрах ыратма пуçланине, чĕре таппи

ÿснине сисрĕ. Çакна Алевтина Викторовна çийĕнчех асăрхарĕ. Васкавлăн пăхрĕ, кирлĕ çĕре шăнкăравларĕ, унтан вăхăта тăсмасăр медицина сестрисене пациента выртса сипленмелли уйрăма çавăтса леçме ыйтрĕ.

Миçе хутчен пулман-ши тухтăр пурнăçĕнче çакăн пек тĕслĕх? Сывалса тухсан пурте вĕсене чĕререн тав тăваççĕ. Паянхи кун çак пациент та хăйне аванах туять. Тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçсе тăрать. Консультаци илме йышăнăва та çÿрет.

Алевтина Александровапа пĕрле йышăну ирттерекен Миндия Ахметовăпа Эльфия Айнетдинова медицина сестрисем те (сăн ÿкерчĕкре) пациентсемпе сахал мар калаçу ирттереççĕ, диспансеризаци сывлăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантараççĕ.

Чир никама та тиркемест, çулăхмасăр иртесшĕн мар. Коронавирус вăхăтĕнче те çăмăл пулмарĕ сиплев ĕçĕ. Юн пусăмĕ ÿсни е чакни, сахăр шайĕ пысăк пулни сахал мар çынна пăшăрхантарать. Тухтăрăн ĕç практики çителĕклех. Тĕп больницăна вăл Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса диплом, алла аккредитаци тухни çинчен ятарлă документ илнĕ хыççăн килнĕ. Унтанпа часах виçĕ теçетке çул çитет. Пĕрле ĕçлекен Миндия Ахметовăпа Эльфия Айнетдинован та ĕç стажĕсем пысăк. Ятарлă пĕлÿ илнĕскерсем, аслă категориллĕ специалистсем.

Больницăна кайсассăн хăш чухне черетре кăштах ытларах лармалла пулнишĕн кăлăхах пăшăрханма пăхатпăр. Тухтăр тĕплĕн тĕрĕслемесĕр васкавлă диагноз нихăçан та лартмасть. Тепĕр чухне телемедицина çыхăнăвĕпе усă курма тивет. Республикăри ытти тухтăрсемпе канашлать. Хăшне-пĕрне унта тĕрĕсленме ярать тата ытти те.

Вырăнта çеç лармасть Алевтина Александрова терапевт. Эрнере пĕр кунĕнче Çĕнĕ Ахпÿртри, тепринче Шăнкăртамри офисра йышăну ирттерет. Округри тыл ĕçченĕсем, СВО участникĕсен çемйисем, йывăртарах пациентсем патне килĕсене çÿресси те пулать. Пациентсене эмелпе те, ăшă. сăмахпа та сиплеме тăрăшать. Унăн ăшă сăмахĕсем эмелрен те хаклăрах пулнине пурте туяççĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика