Патăрьел муниципалитет округĕн халăхĕ ĕçлĕ тата спортпа та туслă. Чылай спортсмен муниципалитет, республика чысне тĕрлĕ шайра хÿтĕленĕ. Çулсем иртеççĕ. Хăшин-пĕрин ячĕ яланлăхах çырăнса юлнă. Çакна Пăлаçипе Юхма тăрăхĕнче спортсменсене асра тытса вĕсен ячĕпе ăмăртусем ирттерессине йăлана кĕртни уççăн çирĕплетет.
Муниципалитет округĕ спортра тарăн йĕр хăварнă çынсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Пăлаçипе Юхма ен спортсменĕсем республика ăмăртăвĕсенче 1950 çулсен пуçламăшĕнчех палăрма пикеннĕ, малти вырăнсене йышăннă.
Манăн вĕсенчен пĕринпе, Шăнкăртам вăтам шкулĕнче 9-10 классенче пĕлÿ илнĕ чухне вĕрентнĕ Расых Камалетдинов (сăн ÿкерчĕкре) физкультура учителĕпе тĕплĕнрех паллаштарас килет.
Расых Хирти Пикшик ялĕнче 1926 çулхи май уйăхĕнче кун çути курнă. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн малалла пĕлÿ пухас ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Салтака каиччен тылра вăй хунă. Ачаранах чăтăмлă, вăйлă пулас ĕмĕтпе пурăннă. Çамрăклах лаша кÿлсе колхоз хирĕнче ĕçленĕ, тырпул пухса кĕртме пулăшнă. Çав вăхăтрах тавракурăмне те ÿстерсе пыма тăрăшнă. Спортпа çывăхланнă. 7 класра вĕреннĕ вăхăтра район шайĕнче çăмăл атлетикăпа йĕркелекен ăмăртусенче вуннăмĕшсемпе пĕр тан старта тăнă. Кашнинче тенĕ пекех финиша пĕрремĕш кĕнĕ.
Çамрăкăн фронта кайма ят тухнă. Çар службине Расых Камалетдинов Инçет Хĕвелтухăçĕнчи стрелоксен 1407 полкĕнче пуçланă. 1944 çулта ăна снайперсен шкулне пулеметчика вĕренме янă. Унтан салтак тивĕçне малалла Амур облаçĕнчи Благовещенск хулинче тăснă. Кунта каччăна ÿт-пĕвне пиçĕхтерни питĕ пулăшнă. Вăл станоклă пулеметра пĕрремĕш пулнă. Унăн 64 килограмм таякан вăрçă хатĕрне йăтса çÿреме тивнĕ.
Расых Камалетдинов вăрçă участникĕ. Унти паттăрлăхшăн ентеш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне, Японие çĕнтернĕшĕн тата ытти медальсене тивĕçнĕ.
Çамрăк спортăн тĕрлĕ енĕпе кăсăкланнă: штанга йăтнă, сăнă ывăтнă, кĕске тата вăрăм дистанцисене чупнă Пултарулăхне кура Расых Ямалетдиновича спорт ротине куçарнă. Кунта вăл «Динамо» пĕрлешĕвĕн спорт секцине çырăннă. Çулталăк тренировкăсем тунă хыççăн çуран чупассипе тата диск ывăтассипе Магадан хулин чемпионĕ пулнă.
Расых Камалетдиновшăн салтак служби 6 çула тăсăлнă. 1951 çулта вăл тăван ялне таврăннă. Медальсемпе, грамотăсемпе килнĕ яш тÿрех вырăнти администрацине кайнă. Çав кунах ăна вăтам шкула ачасене физкультурăпа вĕрентме янă. Çамрăк тÿрех спорт секцийĕ йĕркеленĕ. Çавăнтан вăл çитĕнекен ăрăва çăмăл атлетикăпа туслаштарма пикеннĕ. Ăмăртусене хутшăнма çулталăк хатĕрленĕ. Çавăнпах пуль воспитанникĕсем яланах малтисен ретĕнче пулнă.
Çак шкулта вăл çулталăк ĕçленĕ, унтан Шăнкăртамри пĕлÿ çуртне куçнă. Кунти ĕç стажĕ 15 çул. Çав вăхăтра Уфари физкультура техникумĕнче вĕреннĕ.
Расых Ямалетдинович çăмăл атлетика енĕпе республикăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Паллă спортсменсемпе Р.Бикчурин, А.Игнатьев, Г.Яшмейкин ăмăртусене хутшăннă. Йĕтре тĕртессипе, сăнă ывăтассипе, чупассипе республика чемпионĕ пулнă. Ентеш пирки Мускавра та пĕлнĕ. Раççей Федерацин пĕрлештернĕ командинче чупас енĕпе ял спортсменĕсен ăмăртăвĕнче пултарпулăхне тепĕр хут çирĕплетнĕ. 1951-1959 çулсенче 7 хутчен СССР чемпионĕ ята тивĕçнĕ.
Кĕске дистанцисене чупассипе, сăнă ывăтассипе ăна çитекенни пулман.
Расых Камалетдиновăн пурнăçĕ Шупашкарпа та çыхăннă. Вăл хулари 40-мĕш шкулта физкультура учителĕнче вăй хунă. Каярахпа «Урожай» спорт пĕрлешĕвĕн директорĕнче, çумĕнче ĕçленĕ. Раççей чемпионатĕнче 20 çул ытла республика чысне хÿтĕленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та спорта пăрахман. Ветерансем хушшинчи ăмăртусене хутшăннă.
Хăйĕн вĕренекенĕсемпе мухтанма пултарнă. Ахат Чинкин тăршĕне сикессипе Тутарстан Республикин, Ренат Узбеков йĕтре тĕртессипе Узбекистан, Равиль Бикчурин çăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин чемпионĕпулнă. Галия Земдиханова «Урожай» спорт обществи йĕркеленĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ, Вели Шагаев Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче кĕске дистанцисене чупса рекорд çĕнетнĕ.
Спорта аталантарас енĕпе те Расых нумай тăрăшнă. Пĕтĕм Союзри аслă категориллĕ судья пулнă май ăмăртусене тĕрĕс хакланă.
Ĕçне кура хисепĕ. Расых Ямалетдинович СССР физкультура отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççейри «Урожай» спорт обществин хисеплĕ членĕ, 5 ылтăн медале, 7 кубока, 296 Хисеп хучĕпе диплома тивĕçнĕ.
Ачисем те ашшĕ çулĕпех кайнă. Фидания хĕрĕ, Альтафпа Ильдар ывăлĕсем спортра тарăн йĕр хăварнă. Вăл пиртен 2018 çулта уйрăлса кайнă. Пурăннă пулсан май уйăхĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ.
Мевлет ЗЕЙНЕТДИНОВ,
ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ
Август 2026 |
