Тротуарпа кану лапамĕсен дизайн-проекчĕшĕн сасăлав пуçланнă!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:25 Просмотров: 150

Апрелĕн 21-мĕшĕнчен Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ленин проспекчĕн тротуарне тирпей-илем кĕртмелли 3 тапхăрăн дизайн-проектне суйлассипе онлайн-сасăлав пуçланнă. Ĕçсене 2027 çулта «Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроектăн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци программипе килĕшÿллĕн пуçăнма палăртнă. Проекта ÿнер шкулĕ, бизнес-инкубатор тата каçхи шкул патĕнчи участоксем кĕреççĕ. Асфальтпа бетон витнĕ тротуарсем, брусчатка сийлĕ кану лапамĕсем тума, саксем, урнăсем, пĕчĕк архитектура формисем вырнаçтарма. территорине симĕс сăн-сăпат кĕртме планланă.

Яндекс.Метрика