Муниципалитет округĕнче пĕлтерĕшлĕ патриотла пуçару — Пĕтĕм Раççейри «Хĕрлĕ гвоздика» акци старт илчĕ. Ăна чи малтанах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пĕрремĕш класне çÿрекенĕсем явăçрĕç.
Вĕсене ырă ĕçе пуçăнма Эвелина Карягина кĕмĕл волонтер хавхалантарни те пулăшрĕ. Çитĕнекен ăру паттăрсене паянхи мирлĕ тÿпешĕн тав тăвассине вырăна хуни тем пекех паха.
«Хĕрлĕ гвоздика» акци тĕрлĕ ăру çыннине пĕрлештерет, вĕсенче çĕршывшăн мăнаçланассине ÿстерет, истори астăвăмне упрамаллине аса илтерет. Çакнашкал акцие ачаранах явăçни аслисене хисеплеме хăнăхтарать, çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса ÿсме май парать.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
