Ялав умĕнче пуç таяр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:22 Просмотров: 85

Туçари вăтам шкулта паллă пулăм пулчĕ.

Кунта вĕренекенсем «Çĕнтерÿ ялавĕ» патриотла акцие хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 81 çул çитет. Кашни çыншăн мĕн тери йывăр тĕрĕслев пулнă çапăçу. Çавна куç умне кăларма май парать Çĕнтерÿ ялавĕ. Вăл Раççей паттăрлăхне асра тытассипе, хамăр халăхпа, çĕршывпа пĕрле пулнине

палăртассипе, гражданлăха кăтартассипе, кашни гражданин чăн-чăн патриот пулнине çирĕплетессипе çыхăнса тăрать. Вăрçă историне асра тытса салтаксен паттăрлăхĕ умĕнче пуç тайма май парать.

Çĕнтерÿ ялавне кунта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан илсе килнĕ. Ăна йышăннă май Петр Мулюков краевед вăрçă историне аса илтерчĕ. Ялав умĕнче хисеплĕ хурал тăрать.

Кунтан ăна Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкула илсе кайрĕç.

Акци ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама май парать. «Çĕнтерÿ ялавĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин уйрăлми пайĕ. Кашни çын унăн историне пĕлме тивĕçех»,— теççĕ ăна йĕркелекенсем.

Надежда ОСИПОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика