Турхансем ырлăхпа, сывлăхпа пурăнма тăрăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:19 Просмотров: 74

Муниципалитет службинче хăйсен тивĕçне чун-чĕререн парăнса ĕçлени çеç мар, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакансемшĕн çынсен шанăçĕ тĕп çул-йĕр пулса тăрать. Шăпах çакăн пек меслетпе территори пайĕсен пуласлăхĕ, çирĕп аталанăвĕ йĕркеленет.

Муниципалитет округĕн администацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, территори хутлăхĕсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси малалла пырать. Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем Турхан тăрăхĕнче вырăна тухса йĕркеленĕ семинар-канашлăва хутшăнса ялсен аталанăвĕпе, халăх бюджечĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, объектсенче пулнă. Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-хăтлăх тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов хутшăннă.

2025 çул Турхансемшĕн чылай ырă пулăмпа çырăнса юлнă. Территори пайĕн пуçлăхĕ Алина Антонова ĕçтешĕсене пĕрлехи вăйпа, халăх пуçарăвĕпе, патшалăх, округ администрацийĕ пулăшнипе тирпейленсе пыракан ĕçсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕр Турхансемшĕн ялти вăтам шкула хуларинчен кая мар юсаса хăтлăлатни ачасемпе вĕрентекенсемшĕн çеç мар, ашшĕ-амă-

шĕшĕн те пысăк парне пулнă. Пĕрлех кунта пыракан çула та тирпейлесе асфальт сарнă.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе, çавăн пекех Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлĕхĕпе тата пулăшăвĕпе кĕске тапхăртах Турханта врач амбулаторийĕ хута кайни тавра ялта пурăнакансемшĕн те пысăк хăтлăх пулса тăчĕ. Паян кунта сипленме çÿрекенсем кашниех Анатолий Кольцов хисеплĕ тухтăра тав сăмахĕ каласа тухса каяççĕ.

Территори пайĕн пуçлăхĕ Алина Борисовна хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май Упамсасен хастарлăхне уйрăммăн палăртса хăварнă. Игорь Вавилов староста ял çĕнелĕвĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн чунне парса тăрăшать. Юлашки çулсенче вĕсем халăх бюджечĕпе урамсенчи çул-йĕре тирпейлес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса пыраççĕ. Ялсенче хальхи вăхăтра çакăн пек хастарсем, пуçаруçăсем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Семинар-канашлăва хутшăннисем территори пайĕнчи социаллă культура объектсен аталанăвĕпе те паллашнă.

Альбина НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика