Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Пĕчĕк çĕршыв — Раççей вăйĕ» форум иртнĕ. Унта 89 регионтан 7 пине яхăн çын хутшăннă. Вăл çавăн пекех 60 ытла ют çĕршыв делегачĕсене пĕрлештернĕ.
Кун йĕркинче экономикăпа социаллă сферăна, инфратытăма аталантарасси, партин халăх программин тĕп саманчĕсем тата тирпей-илем кĕртмелли проектсем çинчен сăмах пынă, хĕрÿ дискуссисем пулнă.
Форум вырăнти самоуправлени, бизнес представителĕсене пĕрлештернĕ, актуаллă ыйтусене çĕклесе аталану стратегине çул уçма май панă.
Форум ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов та хутшăннă.
«Форум анлăшĕ тĕлĕнтерет. Çакă муниципалитетсем хушшинчи уçă калаçу çав тери кирлине çирĕплетет. Çĕршыв малашлăхĕ кашни пĕчĕк çĕршыв аталанăвĕнчен килет. Раççей вăйĕ — тăрăшуллă муниципалитетсенче тата хăйсем пурăнакан вырăна юратнинче, унăн пуласлăхĕшĕн ĕçлекен çынсенче. Форум Патăрьел муниципалитет округĕ валли çĕнĕлĕхсем илсе килессе шансах тăратăп»,— палăртнă Равиль Ямалетдинов.
Форум РФ Президенчĕ В.Путин пуçарăвĕпе иртнĕ. Унта çĕршыври муниципалитетсене аталантармалли майсене палăртнă.

Август 2026 |