Ыйтусем хуравсăр юлмĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:15 Просмотров: 91

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тÿрĕ эфира тухрĕ. Ун патне 250 ытла шăнкăрав кĕнĕ, вĕсем тата социаллă сетьсенче те сахал мар. 2 сехет ытла пынă тÿрĕ лини вăхăтĕнче Олег Алексеевич чылайăшне тулли хурав пачĕ.

Республикăра пурăнакансене шыв-шурпа, çул-йĕре тытса тăрассипе, тирпей-илемпе, сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа çыхăннă ыйтусем, ача-сачĕсем, ФАПсем, шкулсем тăвасси, сĕт хакĕ, «Ниме» халăх проекчĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли йĕркеленĕ «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программа пулăшăвĕ интереслентерчĕç, çамрăксене ĕçпе тата ытти çăмăллăхпа тивĕçтересси, ачаллă çемьесене пулăшасси, чăваш чĕлхин малашлăхĕ кăсăклантарчĕç. Çаксем пурте республика экономикине тĕреклетме, малашлăхне лайăхлатма пулăшаççех.

Тÿрĕ линие килнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тишкерĕç, пĕри те тимлĕхсĕр юлмĕ, кирлĕ мерăсем палăртĕç. Олег Николаев çакăн пек калаçусем халăх шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме, ăнланма пулăшнине палăртрĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика