Пĕрлĕхре эпир Раççейре

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:12 Просмотров: 139

МУНИЦИПАЛИТЕТ округĕнчи тĕп библиотекăра йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри «Библиокаç» акци иртрĕ. Вăл «Халăхсен пĕрлĕхĕ — Раççей вăйĕ» темăпа пулчĕ. Мероприяти тĕлне пуян культура программи хатĕрленĕ. Кашни лапамрах — «Çĕршыва юратни çинчен» поэзи, «Литературăри туслăх кĕперĕ», «Халăхсен туслăхĕнче — Раççей пĕрлĕхĕ», «Халăх костюмĕн поэзийĕ» — çамрăксене интереслентерекенни пур.

Кĕнекепе культура тĕрлĕ наци халăхне, ăру çыннине пĕрлештерет. Çĕршывăн хăвачĕ чăнах та халăхсен пĕрлĕхĕнче. Темиçе ĕмĕр историйĕ çакна çирĕплетет те. Акцие хутшăнни те çакна палăртрĕ.

Яндекс.Метрика