АСЛĂ ЧЕМЕН территори пайĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» кĕмĕл волонтерсен ушкăнĕ 800 хÿтĕлев сетки çыхнă! Калама çеç вĕт. Ÿркенмеççĕ. Укçи-тенкине те пухаççĕ, сеткине çыхма вăхăтне те майлаштараççĕ. Çакăншăн хăйсем те хĕпĕртеççĕ. Тумлам шывĕ тинĕсе пулăшать тенĕ евĕр, кашни сетка хамăр салтаксен пурнăçне сыхлама май патăр, теççĕ. Çак кун вĕсем сетка çыхма уява кайнă евĕр пычĕç. Пурте чăваш наци тумĕпе. Илемĕшĕн тăхăнман ăна волонтерсем. Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартма вăй хушăнса пытăр тесе. Çĕршыва пулăшма аслă çулхисем кар тăнине çирĕплетес тĕллевпе. Малти линири çĕршыв хÿтĕлевçисене мĕнле те пулин хавхалантарас тесе.
Миçе çул ĕнтĕ волонтерсем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Кунта вĕсем çĕршыври лару-тăрупа ушкăнпа паллашаççĕ. Кашни хăйăва çыхмассерен хăйсен ăшăлăхне, тимлĕхне палăртма тăрăшаççĕ. «Çак ĕçе чун-чĕререн пурнăçлатпăр эпир»,— теççĕ вĕсем.
Август 2026 |
