ШĂНКĂРТАМРИ пĕрремĕш вăтам шкулта 9-11 классенче вĕренекенсем валли профориентаци мероприятийĕ иртрĕ. Ăна муниципалитет округĕн администрацийĕ республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе пĕрле йĕркеленĕ.
Унта аслă тата професси паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен — Хусанти патшалăх аграри университечĕн, вăрман тата çутçанталăкпа усă куракан институтăн, Атăлçи патшалăх технологи университечĕн представителĕсем — хутшăннă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче тематикăпа çыхăннă мастер-классем йĕркеленĕ. Ачасен умĕнче студентсемпе выпускниксем тухса каланă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Фениль Алиуллов сăмах илнĕ.
Мероприяти «Единая Россия» партин «Симĕс экономика» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
