Халăхпа — куçа-куçăн

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 15:07 Просмотров: 80

ШУРĂ ромашка таса сывлăшпа шанăç паракан çеçке. Шăпах унпа çыхăнтарса ирттерчĕç Тăрăн ял библиотекинче калаçăва. Ăна туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăха халалларĕç.

Алина Лялькина фельдщерица чир мĕнле ерме пултарнине, унран епле сыхланмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çулленех флюорографи тухмалли çинчен аса илтерчĕ. Ку чухнехи медицина унпа хирĕç кĕрешме пултарнине çирĕплетрĕ. Тĕрĕс апатланни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, сиенлĕ йăласене сивлени сывлăха упрама пулăшнине палăртрĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика