Урока тĕрлĕ мелпе ирттерни ачасен калаçу чĕлхине пуянлатма пулăшать. Театрализацилени вĕсен тепĕр енлĕ интересне çуратать. Юмахсен инсценировкине кĕртни тавракурăма анлăлатма май парать, чĕлхе уçăлать. Çитĕнекен ăру тарăннăн шутлама хăнăхать.
Ют чĕлхе вăл тăван чĕлхе мар. Пĕр сăмаха урăххипе улăштарас тесен пуçа ĕçлеттермесĕр майĕ те çук. Пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнма театр ăсталăхне алла илни те пулăшать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8 г класра вĕренекенсем акăлчан чĕлхипе «Хĕрлĕ шапка» юмахăн çĕнетнĕ вариантне хатĕрлерĕç. Унпа муниципалитет шайĕнчи конкурса хутшăнчĕç, иккĕмĕш вырăна йышăнчĕç.
Ачасем сцена çине тухни актер ăсталăхне туптама пулăшать. Хăйсене те килĕшнĕ çакă. Малашне те явăçасшăн çитĕнекен ăру акăлчан чĕлхипе спектакльсем лартма. Тăрăшулăхшăн, паллах, лайăх паллăсем илчĕç.
Елена МАТРОСОВА,
акăлчан чĕлхи учителĕ
Май 2026 |
