СВО участникĕпе — паттăрлăх урокĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 13:05 Просмотров: 137

Туçари вăтам шкулта пĕлтерĕшлĕ паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вĕренекенсем çакăнтан пĕлÿ илсе тухнă, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Игорь Овечкинпа тĕл пулчĕç. Çитĕнекен ăру çĕршыв хÿтĕлевçипе куçа-куçăн калаçрĕ. Çарти пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Малти линири лару-тăрупа интересленчĕ.

Игорь çар служащийĕсем тĕл пулакан йывăрлăхсене те пытармарĕ, пăшăрханăвĕсене те палăртрĕ. Çарта юлташлăх çирĕп пулнине, пĕр-пĕрне кирек кам та пулăшма хатĕр пулнине палăртрĕ. Ачасем аслă юлташне ыйтусем чылай пачĕç.

Тĕл пулу уçă калаçу евĕр пычĕ пулин те çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласси салтакăн тивĕçĕ, яваплăхĕ пулнине палăртрĕ СВО участникĕ.

Надежда ОСИПОВА,

шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика