«Салам» ансамбль куракансене ăшă салам çитернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:12 Просмотров: 125

Республикăри Чăрăшкассинчи ăсталăх çуртĕнче Чăваш Енри тăваттăмĕш фольклор фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Кăçалхи «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» темăпа пулнă.

Мероприятие халăхăн социаллă культурăллă пурнăçне тытса пымашкăн арçынсене ытларах явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта чи ăста ансамбльсем, юрăçсем, ташă ăстисем хутшăннă. Программа пуян пулнă.

Жюри членĕсем пирĕн муниципалитет округĕнчи купăсçăсен пултарулăхне пысăк хак панă. «Салам» ансамбле Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов ертсе пырать. Коллектив пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Республикăри «Йăла-йĕрке» ăсталăх коллективĕсен фестивалĕнче «Салам» ансамбль 2025 çулта иккĕмĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ.

Вырăнта иртекен мероприятисене те сиктермеççĕ вĕсем. Шупашкарти «Пехет» агромаркетра йĕркелекен Юхма енпе Пăлаçи кунĕсене те хастар хутшăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика