Тутар Сăкăт ял библиотекинче Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа «Вăрăм та хастар пурнăç» клуб членĕсем республикăра пурăнакансен тĕрлĕ енлĕ йăли-йĕркипе паллашнă.
Библиотека заведующийĕмалтанах Чăваш Енре пурăнакан чăвашсен, тутарсен, ирçесен тата ыттисен пурнăçĕ çинче чарăнса тăнă. Унтан ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан ял йăли-йĕркине, тĕн уявĕсене аса илнĕ. Халăх тăвакан алă ĕçне палăртнă. Тутлă çимĕç пĕçерме те ăста вĕсем. Презентаципе никах, калым, Ураза-байрам, Курбан-байрам, ытти уявсене кăтартнă.
Мероприяти вăхăтĕнчех кÿршĕллĕ пурăнакан чăвашсен йăли-йĕркине те пăхнă. Акатуй-Сабантуй округра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Мăнкуна, çимĕке, нимене тата ыттине те пăхăнса пурăнаççĕ. Чăвашсен çĕвви-тĕрри, тумĕ те интереслĕ.
Вырăссем çăварние, ирçесем хăйсен уявĕсене мала хураççĕ, паллах.
Мероприятие хутшăнакансем кашни нацин ташшипе те кăсăкланчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
