«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Халăх тĕрĕслевĕ» проектпа килĕшÿллĕн шкулсене тĕпрен юсамалли пахалăха тĕрĕслесе тăраççĕ. Кăçал Чăваш Енре Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, правительство пулăшнипе 38 шкула тĕпрен юсама палăртаççĕ. Ку рекордла хисеп. Çак кунсенче «Халăх тĕрĕслевĕ» партпроект хастарĕсем Шупашкарти 35-мĕш шкулта тĕпрен юсав ĕçĕ мĕнле пынипе паллашнă. Ачасене вĕрентме хăтлă тата хăрушлăхсăр условисем туса парасси — «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Халăх программине кĕртнĕ приоритет.
Май 2026 |
