Тÿрĕ, тикĕс çулпала çÿреме те кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:09 Просмотров: 108

Муниципалитетра вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем 472,3 çухрăм йышăнаççĕ, унтан район шайĕнчисем — 130,1 çухрăм, территори пайĕсен — 342,2 çухрăм. Хальхи вăхăта хытă сийлĕ çулсенчен 181,4 çухрăмĕ е 38,4 проценчĕ норматива тивĕçлĕ. Кăтарту çулсерен лайăхланса пырать, анчах хĕлле сывлăш температури пĕр пек тăманни, пăрлă çумăрсем çуни, çуркунне вăраха тăсăлни шăтăк-путăксен шутне ÿстерет.

Кăçал округра çул-йĕр фондне 99,4 млн тенкĕ — 90,8 млн тенкĕ республика бюджетĕнчен, 8,6 млн тенкĕ вырăнти хыснаран — уйăрма палăртнă. Çак хисепрен 38,8 млн тенки çул-йĕре тытса тăма кирлĕ. Сăмах май, лимит иртнĕ çулхинчен 8,28 млн тенкĕ нумайрах. Тĕплĕ юсав тата юсав валли 58,7 млн тенкĕ, картиш территорийĕсене тата вĕсем патне пыракан çулсене тирпейлеме 1,9 млн тенкĕ кирлĕ пулать.

Паяна автоçулсене пăхса тăма 14 контракт 28,9 млн тенкĕлĕх, район пĕлтерĕшлĕ çулсене ятарлă йĕрсемпе паллă тума килĕшÿ 943 пин тенкĕлĕх, чарăну павильонĕсене çĕнетме 109 млн тенкĕлĕх, кĕпер çинчи барьерсене улăштарма 705,6 пин тенкĕлĕх тунă.

Шăтăк-путăклă çулсен калăпăшĕ 480 тăваткал метр йышăнать. Вĕсене саплассине май уйăхĕн вĕçĕччен пĕтермелле. Республика шайĕнчи çулсенчи тикĕс мар вырăнсене юсама пуçăннă.

Нина ЯКОВЛЕВА,

район администрацийĕн строительство тата архитектура секторĕн заведующийĕ.

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика